
«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал унта 11 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.
Аса илтерер: йӑлана кӗнӗ акци Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн иртнӗ. Чӑваш чӗлхине юратакансем чӑвашла диктант ҫырнӑ. Кӑҫал акци сӑн-сӑпачӗ пулма Ирина Лампасова теле- тата редиожурналиста суйланӑ.
Кӑҫал диктант ҫыракансенчен ытларахӑшӗ Чӑваш Енрен пулнӗ: пӗтӗмпе 8922 ҫын. Ҫавӑн пекех акцие Чӗмпӗр облаҫӗнче (1043 ҫын), Пушкӑрт Республикинче (810 ҫын), Тутар Республикинче (785 ҫын) пурӑнакансем хутшӑннӑ.
Палӑртса хӑварар: чӑваш диктантне Иркутск, Самар, Санкт-Петербург, Екатеринбург, Сургут хулисенче, Мускав тата Ханты-Манси автономи облаҫӗсенче пурӑнакан чӑвашсем те ҫырнӑ. Тӗлӗнмелле: акцие Францире пурӑнакан ҫын та хутшӑннӑ!

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарта чӑваш чӗлхи уявӗ иртнӗ. Ӑна хулари 40-мӗш вӑтам шкулта йӗркеленӗ. Унта республикамӑрӑн тӗп хулинчи пилӗк шкултан ачасем пуҫтарӑннӑ.
«Чӑваш ачи -2026» ӑмӑртӑва пухӑннисем чи малтанах хӑйсемпе паллаштарнӑ. Унтан Ухсай Якковӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне пӗлнине кӑтартса панӑ, «Крокодил» вӑйӑ вылянӑ, 1 минут хушши тӗрлӗ темӑпа калавсем туса каласа панӑ, ал ӗҫӗ тума пӗлнине те кӑтартма тивнӗ вӗсен.
1-мӗш вырӑна Валерия Рожкова (40-мӗш шкул), 2-мӗш вырӑна Ульяна Медведева (65-мӗш шкул), 3-мӗш вырӑна Анна Горшкова (20-мӗш шкул) тухнӑ.
«Чи маттурри» номинацире Ева Мулендеева (33-мӗш шкул) ҫӗнтернӗ, «Чи пултарулли» номинацие Вероника Сергеева (7-мӗш вӑтам шкул) тивӗҫнӗ.

Шупашкар хулинчи 17-мӗш вӑтам шкулта «Пархатар» этнографи фестивалӗ иртнӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулнӑ.
Хулари 40-мӗш шкул «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, шкул ачисемпе вӗрентекенсем чӑваш халӑхӗн юрри-кӗввин, ташши-вӑййин тӗнчине лекнӗ. Вӗсем тӗрлӗ номинацире ӑмӑртнӑ, хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.
«Чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗрки» номинацире Шупашкар хулин 40-мӗш шкулӗн «Чӗкеҫ» (1б класс, ертӳҫи - А.М. Степанов), «Чӑваш ачи» (9м класс, ертӳҫи - Р.А. Гаврилова) ушкӑнсем тата чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенсем Т.В. Николаева, Р.А. Гаврилова , А.М. Степанов хутшӑннӑ. Вӗсем ҫепӗҫ юрӑсем шӑрантарнӑ, чӑваш вӑййисене вылянӑ, куракансене илемлӗ ташӑпа савӑнтарнӑ.
«Чӑваш ачи» ушкӑн 1-мӗш вырӑна, вӗрентекенсен ушкӑнӗ 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.

Нимӗҫсен XIX ӗмӗрти паллӑ филологӗ, Петербургри ӑслӑлӑх академийӗн хисеплӗ пайташӗ Готфрид Герман профессор ҫапла каланӑ: «Икӗ ӗҫ уйрӑмах йывӑр: словарь тӑвасси тата грамматика ҫырасси». Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи чӗлхеҫӗсем вара шӑпах ҫак кӑткӑс та питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене тӗпе хураҫҫӗ: сӑмах пуххисем ӑсталаҫҫӗ тата чӗлхе тытӑмне тӗрлӗ енчен тишкерсе кӗнекесем хайлаҫҫӗ. Вӗсем тӑрӑшнипе «Строй чувашского языка» («Чӑваш чӗлхи йӗрки») ӑслӑлӑх проекчӗ ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланса пырать. Ҫав ярӑмри тӑватӑ кӗнеке пархатарлӑ вулакансем патне ҫитрӗ ӗнтӗ:
2017 ҫулта Виталий Сергеев профессор сӑмах формисене сӑвӑрса «Морфология чувашского языка» («Чӑваш чӗлхин морфологийӗ») монографи кӑларчӗ;
2020 ҫулта Пётр Яковлевӑн чӑваш чӗлхин фонетикипе фонологине (сасӑсен тытӑмне) уҫса паракан тӗпчевӗ пичетленсе тухрӗ;
2023 ҫулта Эдуард Лебедевӑн сӑмах пулӑвне сӑнлакан кӑларӑмӗ кун ҫути курчӗ;
2024 ҫул вӗҫӗнче вара Алевтина Долгова «Синтаксис чувашского языка: Словосочетание. Простое предложение» («Чӑваш чӗлхин синтаксисӗ: Сӑмах майлашӑвӗ.

Ӗнер, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Шупашкарти чӑваш хастарӗсем Иван Яковлев палӑкӗ умне пуҫтарӑнннӑ.
«Ирхине йӗпе-сапана пӑхмасӑр ҫутӑ кӑмӑлпа Иван Яковлевич Яковлевӑн палӑкӗ умне пуҫтарӑнтӑмӑр.
Каҫкӳлӗм Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн Сенкер фойинче Театра юратакансен клубӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ.
Хальхинче пирӗн хӑнасем республикӑри чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем пулчӗҫ. Хыҫҫӑн пурте пӗрле «Нарспи» спектакль куртӑмӑр.
Пурне те паянхи уяв ячӗпе тепӗр хут саламлатпӑр, инҫе ҫула ҫывӑхлатса Клуб ларӑвне килнӗшӗн, шухӑш-туйӑмӑрсене уҫса панӑшӑн тав тӑватпӑр! Эпир пӗлетпӗр: сирӗншӗн те, пирӗнни пекех, кашни кун — тӑван чӗлхе», — тесе хыпарланӑ Марина Карягина.

Паян, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, Шупашкарта Наци вулавӑшӗ умӗнчи Иван Яковлев палӑкӗ патне чечексем хунӑ. Мероприятие ЧР культура министрӗ Светлана Каликова та хутшӑннӑ.
Аса илтерер: Чӑваш чӗлхи кунне 1992 ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Постановленийӗпе уявлама йышӑннӑ. Ака уйӑхӗнче Иван Яковлева халалласа республикӑри шкулсенче, вулавӑшсенче, культура ҫурчӗсенче, театрсенче, музейсенче тематика мероприятийӗсем иртеҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Аслӑ Патриархӑмӑрӑн Иван Яковлевӑн палӑкӗ патӗнче митинг ирттересси, чечексем хурасси йӑлара.

Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарти 40-мӗш вӑтам шкулта та «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ -2026» акци иртнӗ.
Вӗренӳ учрежденийӗ «Контактра» халӗх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, пӗр аудитори тулли чӑваш чунлӑ ашшӗ-амӑшӗ, асламӑшӗсемпе кукамӑшӗсем, аслӑ классенче вӗренекенсем диктан ҫырма пуҫтарӑннӑ.
Унсӑр пуҫне акцие тӗрлӗ ҫӗр-шывра пурӑнакан йӑхташсем Интернет урлӑ хутшӑннӑ. Хӑйсем аякра пурӑнсан та тӑван чӗлхе чун ӑшши пулнине палӑртнӑ.
Диктанта Германири, Америкӑри Пӗрлешӳлле Штатсенчи тата Томск хулинчи йӑхташсем ҫырнӑ. Вӗсене онлайн-ҫыхӑну мелӗпе Кӑркӑстанӑн тӗп хулинчи, Бишкекри 118-мӗш шкулта директорӑн воспитани енӗпе тӑрӑшакан ҫумӗ Самара Шабыралиева ӑшшӑн саламланӑ.

«Хыпар» издательство ҫурчӗ «Чӑвашлӑх – чунра» конкурс ирттернӗ, вӑл ӗнер вӗҫленнӗ. Ӑна Чӑваш чӗлхи уйӑхлӑхӗ пынӑ май йӗркерелес тенӗ. Конкурса хутшӑнакан ӗҫсемпе издательство ҫурчӗ «Контактра» соцсетьре хӑйӗн ушкӑнӗнче йӗркеленӗ.
Онлайн сасӑлав ҫӗнтерӳҫисем:
1. Наталия Муллина (Елчӗк округӗнчи Кӗҫӗн Таяпари культура ҫурчӗн культйӗркелӳҫи).
2. Тимур Катков (Шупашкарти 65-мӗш шкул вӗренекенӗ).
Эльвира Николаева (Кӳкеҫ шкулӗн кӗҫӗн классене вӗрентекенӗ).
3. Вероника Макарова (Комсомольски округӗнчи" Радуга" 3-мӗш ача сачӗн логопед вӗрентекенӗ).
Евгения Никифорова (Шупашкарти медколледжӑн 1 курс студенчӗ).
Жюри палӑртнӑ ҫӗнтерӳҫӗсем:
1. Злата Яблокова (Шупашкарти 6-мӗш шкул вӗренекенӗ).
2. Селиме Фадеева (Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Хуракасси шкулӗн вӗренекенӗ)
Матвей Платонов (Шупашкарти 78-мӗш ача садне ҫӳрекен).
3. Елисей Клементьев (Красноармейски округӗнчи Упи шкулӗн вӗренекенӗ).
Алина Иванова (Йӗпреҫ округӗнчи Пучинкери «Колосок» ача сачӗн воспитателӗ).
Надежда Петухова (Елчӗк округӗн. Лаш Таяпа культура ҫурчӗн культйӗркелӳҫи).

Йӗпреҫ округӗнчи Пучинке ача садӗнче «Пӗчӗк чиперкке» конкурс иртет. Унта хутшӑнакан ачасем тӗрлӗ тупӑшӑва хутшӑнаҫҫӗ: хӑйсем ҫинчен каласа параҫҫӗ, илемлӗ юрӑ шӑрантараҫҫӗ, сӑвӑ вуласа параҫҫӗ, ӑсталӑх класне хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне ҫирӗплетеҫҫӗ.
Ача садне ҫӳрекен шӑпӑрлансем тӗрлӗ уява хутшӑнса мӗн пӗчӗкренех тӑван чӗлхене упрама, йӑла-йӗркепе анлӑ паллашса чӑваш культурине хисеплеме вӗренеҫҫӗ.
«Чӑвашлӑх — пирӗн ачасенче», ҫак тӗллевпе педагогсем питӗ анлӑн ӗҫлеҫҫӗ», – тесе пӗлтернӗ Пучинкери «Пучах» ача сачӗн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Дина Трякова.

Тӑван чӗлхене каҫса каясла юратни пирки нумай калаҫма пулать пулӗ. Чӑваш эрешеллӗ тум тӑхӑнса сӑн ӳкерӗнме те, ҫулталӑкра пӗрер хутчен чӑваш чӗлхи ҫинчен мухтав юрри евӗр сӑвӑ янӑратма та. Анчах чӑвашлӑха ачасене те пама пултарсан ҫеҫ сывлӑша ахаль ҫеҫ янӑратни пулмӗ.
Красноармейскинче пурӑнакан Михайловсем тӑван чӗлхене упраса хӑварссишӗн нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ.
Зинаида Михайлова ачасене Красноармейски шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентет, чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ мероприяти сахал мар йӗркелет.
Виталий Михайлов 1989 ҫултанпа Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа исккуство тата литература пӗрлӗхӗн правлени председателӗ тата унӑн ҫумӗ, ҫав вӑхӑтрах Нестер Янкас ячӗллӗ преми паракан комисси ертӳҫи. Унсӑр пуҫне Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн Красноармейски тӑрӑхӗнчи уйрӑмӗн яваплӑ секретарӗ, тӑван тӑрӑх историйӗпе культурине тӗпчес енӗпе ырми-канми тӑрӑшать, округра турист маршручӗсем уҫассипе тимлет.
«Зинаидӑпа Виталий виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӗсен ҫичӗ мӑнукӗпе савӑнса пурнаҫҫӗ», — кун пирки эпир Виталий Михайловӑн Контактри страницине вуласан пӗлтӗмӗр.
